Чӑваш Енре каллех ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем миграци саккуне пӑснӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене Улатӑр хулинче тытса чарнӑ. Вӗсем Казахстан еннелле ҫул тытнӑ пулнӑ. Автобусра ют ҫӗршыври 9 ҫын пулнӑ.
Тытса чарнӑ ҫынсем тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миграци саккуне пӑснӑскерсене штраф тӳлеттернӗ: кашнине 2 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене Раҫҫейрен тӑван тӑрӑхне ӑсатмалла тунӑ.
Водитель те ют ҫӗршыв ҫынни пулнӑ. Ӑна та 2 пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ.
Улатӑр районӗнчи Чуварлей хӗрӗ Мускаври парада хутшӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пике Сарӑту облаҫӗнчи Вольск хулинчи ҫар институтӗнче вӗренет. Асӑннӑ аслӑ шкулта пӗлӳ илекен хӗрсем Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. Ҫар институтӗнче вӗренекен Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова та унта пулнӑ.
«Парада Вольскри ҫар институчӗн 88 курсанчӗ, ялав йӑтакан Гущина аслӑ лейтенантпа унӑн ассистенчӗ Дикунова ефрейтор ытти маттур ҫамрӑкпа пӗрле Хӗрлӗ лапамра стройпа мӑнаҫлӑн утнӑ», — хыпарланӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн паянхи кӑларӑмӗнче.
РФ Хӳтӗлев министерстви Кристинӑна «Ҫӗнтерӳ кунӗнчи ҫар парадне хутшӑннӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Улатӑр районӗнче юрӑхсӑр тепловоза пула вӑрман ҫунма тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пушара халь те сӳнтерейменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: вӑрман ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫийӗнчех сӳнтерме тытӑннӑ. Ӗнер ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ ку ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Министр Улатӑр районӗнчи вӑрманти лару-тӑрупа паллаштарнӑ, малашне мӗн тумаллине палӑртнӑ. «Кире лисничествин» директорӗ Александр Мартынов каланӑ тӑрӑх, техника вӑрманти мӗнпур вырӑна кӗреймест, ҫавӑнпа пушар сӳнтерес ӗҫе лесничество ӗҫченӗсем, волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ.
Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ.
Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре эрех ӗҫсе 200 ытла ҫын шар курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирвайхи 3 уйӑхра 301 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ вилнӗ.
Ытларах чухне арҫынсем шар курнине палӑртмалла. Ку кӑтарту 78,6 процентпа танлашать. Кӑҫал 14 ҫула ҫитмен 5 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
Куславкка, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Канаш, Шупашкар хулисенче наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумай пулнӑ. Улатӑр, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче эрехпе наркӑмӑшланнӑ пур ҫын та вилнӗ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ.
Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет.
Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳке уйӑхӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Африка мурӗ тупса палӑртрӗҫ. Выльӑх чирӗ ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн унта карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ялтан 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче сыснасене йӑлт тӗп турӗҫ.
Африка мурӗ енӗпе Чӑваш Ен те чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Следовательсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа айӑпласа 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем халӗ ҫав суммӑна шыраса илнӗ.
Чӑваш Ен сыснасен Африка мурне пула чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Халӗ тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнӑ. Ҫапла тума Россельхознадзорӑн управленийӗ йышӑннӑ. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Статуса ылмаштарни пирӗн тӑрӑхри аш-пӑша ют регионсене ӑсатма тата унтан хамӑра кирлине кӳрсе килме май парать.
Маларах пирӗн республикӑра Африка мурне пула карантин тесе йышӑннӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен ӑна пӗтернӗччӗ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та ун чухне утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть тесе пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |